Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

ЧР Цифра министерстви Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шырать. Ҫавна май конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.

Документсене аванӑн 11-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унта хутшӑнаканӑн аслӑ пӗлӳ пулмалла, кунсӑр пуҫне ертӳҫӗ доожноҫӗнче 5 ҫултан сахал мар ӗҫлемелле.

Телерадиокомпани ҫулталӑк ытла ӗнтӗ директорсӑр. Унччен ку должноҫре Алексей Гурьянов ӗҫленӗ. Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вӑл ЧР цифра министрӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ.

 

Политика
Олег Николаев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олег Николаев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулма Лариса Рафиковӑна шаннӑ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри каналта пӗлтернӗ.

Унччен министрта тӑрӑшнӑ Дмитрий Краснов ӗҫрен кайма кӑмӑл тунине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/9520
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ен вице-премьерӗ Дмитрий Краснов хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайнӑ. Хушӑва алӑ пусма тивни пирки паян ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Дмитрий Краснов правительствӑра промышленноҫ, экономика тата туризм ыйтӑвӗсемпе ӗҫленӗ. Вӑл ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнине карьерӑра ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнипе сӑлтавланӑ.

Аса илтерер: Дмирий Краснова ЧР вице-премьерне — экономика министрне 2020 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗнче лартнӑ. Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе вӑл министр портфелӗсӗр вице-премьер пулнӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов отставкӑна кайни, вӑл Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн Владимир Доброхотовӑн вырӑнне йышӑнма пултарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

32-ри арҫын, чӑн та, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑнӑ. Халӗ вӑл хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать. Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫӗнӗ должноҫре пӗрремӗш планерка ирттернӗ.

Станислав Трофимов Красноармейскинче ҫуралнӑ. Социаллӑ университетра юриспруденци пӗлӗвне илнӗ. 2022 ҫулта ӑна Етӗрне тӑрӑхне ертсе пыма шаннӑ. Вӑл республикӑри муниципалитет ертӳҫисенчен чи ҫамрӑкки пулнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле округӗн пуҫлӑхӗ Эдуард Васильев отставкӑна кайнӑ. «Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн постӗнчен кайма йышӑнтӑм», - ҫапла ҫырнӑ вӑл ӗнер каҫхине халӑх тетелӗнчи страницинче. Ҫавӑнтах ку йышӑнӑва тума ҫӑмӑл пулманнине, округ уншӑн ӗҫ вырӑнӗ кӑна мар, пурнӑҫӑн пӗр пайӗ те пулса тӑнине хушса хунӑ.

Эдуард Васильев округа 2023 ҫултанпа ертсе пынӑ. 2024 ҫулта Ҫӗмӗрле хулипе округне пӗршетерсен вӑл ертӳҫӗ пулса юлнӑ. Хӑй вӑл Муркаш Купӑрля ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Аса илтерер: ӗнер, ҫурлан 18-мӗшӗнче, Етӗрне округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов та отставкӑна кайнӑ, вӑл Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/vasilevem/625
 

Политика

Етӗрне округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов отставкӑна каясси пирки пӗлтернӗччӗ. «Контактри» «Чӑваш Ен хыпарӗсем» ушкӑн ун чухне хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна Шупашкар пуҫлӑхӗн должноҫне шанса памалла.

Ку, ахӑртнех, тӗрӗс. Станислав Трофимов Шупашкар пуҫлӑхӗн Владимир Доброхотовӑн ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑнӑ.

Сӑмах май, Владимир Доброхотова хӑйне те ҫак схемӑпах пуҫлӑха лартнӑ. Малтан вӑл Денис Спиринӑн ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.

 

Политика
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Етӗрне муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов отставкӑна кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Контактри» халӑх тетелӗнчи «Чӑваш Ен хыпарӗсем» (выр. «Вести Чувашии») ушкӑн.

«Пирӗн информаци тӑрӑх, вӑл Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн Владимир Анатольевич Доброхотовӑн вырӑнне йышӑнать» - ҫапла хыпарланӑ ушкӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_448050
 

Персона

Красноармейски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Илья Гаврилов йышӑннӑ.

Унччен Илья Владимирович Йӗпреҫ районӗн прокуратуринче, республика прокуратурин аппаратӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫултан пуҫласа ку таранччен Шупашкар округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Илья Гаврилов Шупашкарта 1988 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ.

 

Политика
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне ҫирӗплетнӗ. Ку тилхепене Андрей Макушев тытса пырӗ.

Вӑл министр ҫеҫ мар, Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ те пулӗ.

Андрей Евгеньевич – Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ иккен. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче 13 ҫул ытла ӗҫленӗ. Унччен вӑл «Приволжское» учхоз директорӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, кайран Чӑваш аграри университечӗн ректорӗ пулнӑ.

 

Республикӑра

«Т Плюсӑн» Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫи Сергей Ушаков ӗҫрен каять. Вӑл ҫурлан 1-мӗшӗнче коллективпа сывпуллашса отпуска кайнӑ, тек вӑл ӗҫе тухмӗ.

Ку должноҫре вӑл 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен ҫав организацире тӗп инженер пулнӑ.

Хӑй вӑл – Пермь хулинчен, Пермь крайӗнче тата Ӗренпур облаҫӗнче «Т Плюс» Ушкӑнӑн тӗрлӗ структуринче ӗҫленӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 131
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем